Республикӑн Наци вулавӑшӗнче чӑваш музыка пӗлӗвне йӗркелекенӗн, Михаил Кондратьев профессорӑн, академикӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав ятпа унӑн ӗҫтешӗсем, тӳре-шарасем тата ыттисем пухӑннӑ.
Михаил Кондратьев Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнче ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ятне малтанласа тивӗҫнӗ ӑсчах. Вӑл тӗрлӗ енлӗ тӗпчевҫӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Михаил Кондратьев Хусанти консерваторине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑниччен пирӗн Юрий Илюхин музыковед кӑна пулнӑ.
Михаил Григорьевич 1948 ҫулта Владивосток хулинче инженер-строитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Григорий Ильич, Шупашкар районӗнчи Хачӑкра ҫуралнӑ.
Михаил Кондратьева паян чӑваш ӳнерӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Вӑл музыка пӗлӗвӗн чӑваш шкулне йӗркелекенӗ шутланать.
Сӑнсем (7)
Красноармейскинчи вӑтам шкул 25 ҫул тултарни пирки ӗнер эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Эрне кун, ав, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицей та чӗрӗк ӗмӗр тултарнӑ.
Хӑйӗн вӗренӳри ҫитӗнӗвӗпе ку шкул чӑннипех те мухтанма пултарать. Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче лицей ачисем районти предмет олимпиадисенче 531 хутчен малти вырӑна тухнӑ, ҫав шутран 245-ӗшӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унта пӗлӳ пухнисем республикӑра 31 хутчен пӗрремӗш пулнӑ, Раҫҫейре — 1 хутчен. Лицей ачисем биологи, хими, информатика, математика, технологи, вырӑс чӗлхи, чӑваш чӗлхи тата физкультура енӗпе вӑйлӑ.
25 ҫулта шкул ҫунатти айӗнчен тухса кайнӑ икӗ пин ытла ачаран 64-шӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ, 96-шӗ — кӗмӗле.
Эрнекун лицеистсем уява пухӑннӑ. Вӗсене тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем саламланӑ.
Сӑнсем (30)
Шупашкар район ҫынни Украинӑри Харьков хулин хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫак чыса асӑннӑ районти Якимово (1961 ҫулта Шупашкар хулине кӗнӗ) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Карпеев тивӗҫнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи умӗн вӑл Шупашкарти аэроклуба ҫӳренӗ, унтан Ҫар ретне тӑнӑ. Кӗҫех Карпеев та вӑрҫа лекет. Самолетпа вӑл 310 хутчен сывлӑша ҫӗкленнӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Карпеев авиацин генерал-майорӗ ҫар авиацийӗ валли специалистсем хатӗрленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Афганистанра командировкӑра пулнӑ.
Тӑхӑр теҫеткене ҫитнӗ пулин те Михаил Карпеев общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать иккен.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн.
Шупашкар районӗнчи ниҫта та ӗҫлемен К. хушаматлӑ ҫын пирки йышӑннӑ суд приговорӗ вӑя кӗнӗ. Ӑна саккуна пӑсса хӗҫпӑшалланнӑшӑн айӑпланӑ. Хупса лартман та, анчах сӑнав вӑхӑтне виҫӗ ҫуллӑх тесе йышӑннӑ тата 100 пин тенкӗ ытлалӑх штрафламалла тунӑ тесе хыпарлать асӑннӑ район прокуратури.
Хайхи арҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пӗр авӑрлӑ пӑшал тупнӑ иккен. Унтах патронӗ те пулнӑ-мӗн. Шучӗпе унӑн хайхи хатӗрсене йӗркене сыхлакан органсене памалла пулнӑ. Анчах арҫын ҫапла тӑвас вырӑнне пӗчӗк пӑшал ӑсталанӑ. Кӑҫалхи ҫуркунне йӗрке хуралҫисем пӗчӗк пӑшала туртса илнӗ. Хайхисене арҫын ула кураксене хӑратма турӑм тесе ӗнентерме пухнӑ.
Чӑваш Енӗн транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче хӑвӑрт ҫӳрекен чукун ҫулӑн чарӑнӑвӗсем ӑҫта пуласси пирки сӳтсе явнӑ иккен. Пӗри Шупашкар районӗнчи Мӑналта пулӗ, тепри — Етӗрне районӗнчи Полянки ял ҫумӗнче. Иккӗмӗшне суйланӑ чухне ҫак ял М7 ҫул ҫумӗнче пулнине шута илнӗ пулать.
Ларура транспорт министрӗ чукун ҫул иртме палӑртнӑ ҫӗрсемпе чееленсе усӑ курма пултарасси пирки те асӑннӑ — ку ӗҫе районсен администрацийӗсем ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрӗҫ тесе шантарнӑ вӑл.
Аса илтеретпӗр: проекта 2018 ҫул тӗлне пурнӑҫа кӗртесшӗн. Пирӗн республика тӑрӑх вӑл маларах асӑннӑ районсемсӗр пуҫне Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртмелле.
Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф служби автоҫулсене юсассипе ирттернӗ аукциона пӗтӗмлетнӗ иккен. Асӑннӑ конкурсра ҫул-йӗр хӗррипе тимӗр карта тытакансене палӑртма тӗллев лартнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкар, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсенче пурнӑҫламалла-мӗн. Ун валли хыснаран 18,9 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Анчах аукциона хутшӑннӑ пилӗк предприятирен пӗри, «Металлоконструкция» комплекслӑ техника центрӗ» тулли мар яваплӑ общество, ӗҫе самай йӳнӗпе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара вӑл республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли малтанласа уйӑрма палӑртнӑ тупрана 40 процент перекетлеме май туса панӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Чурачӑкра ирттернӗ ял уявне хутшӑннӑ. Тепӗр тесен, уяв сӗмӗ кӗртме пулӑшнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Ял халӑхӗ умӗнче вӗсем «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле лартса панӑ.
Чӑваш драма театрӗн артисчӗсем Ҫӗньял Чурачӑкра пӗрремӗш хут мар иккен-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем унта «Савнӑ кин» тата «Юратсан юрлас килет» спектакльсемпе савӑнтарнӑ.
Хальхинче кӗтмен-туман ҫӗртен ҫумӑр ҫума тытӑнни те уяв сӗмне пӑсайман. Хамӑр енчен ҫакна та палӑртса хӑварар. Асӑннӑ театрӑн тӗп художникӗ Юрий Матросов асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ… Апла тӑк ял ҫыннисене вырӑна ҫитсе спектакльсемпе савӑнтарма май тупса панинче унӑн тӳпи те пурах-тӑр.
Ҫемьере пепке ҫурални яланах пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Ак, ҫурлан 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи ЗАГС пайӗн администрацийӗнче 500-мӗш ача ҫуралнине регистрациленӗ. Ача ҫуралнине ҫирӗплетекен хута панӑ ҫӗре тӑвансемпе ҫывӑх юлташӗсем пынӑ. 500-мӗш хисеппе ҫуралнӑ пепке — Юля — Сорокинсен ҫемьинче виҫҫемӗш ача.
ЗАГС пайӗн администраци пуҫлӑхӗ А.Е.Максимова ҫемьене шӑпӑрлан ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, саламлӑ открыткӑпа пӗрле Шупашкар районӗнчи администраци пуҫлӑхӗ Г.И.Егоров ячӗпе асӑнмалӑх парне панӑ.
Пӗлме, пӗлтӗр ҫурлан 23-мӗш кунӗ тӗлнлле Шупашкар районӗнче 486 пепке ҫуралнӑ пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе район центрӗсен территорийӗсенче вырнаҫнӑ ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Шупашкар районне илсе кӑтартнӑ. «Район администрацийӗ Кӳкеҫре вырнаҫнӑ, унтах Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ пур — хӑйӗн пуҫлӑхӗпе тата аппарачӗпе. Анчах унта пурӑнакансем район администрацине кайма хӑнӑхнӑ — вӗсен шухӑшӗпе унта пысӑкрах пуҫлӑхсем лараҫҫӗ тата ыйтӑва хӑвӑртрах татса параҫҫӗ. Манӑн политика ҫырӑвӗ чи малтанах ҫавӑн йышши ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле текен шухӑша палӑртнӑччӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Михаил Васильевич.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура республика Пуҫлӑхӗ муниципалитетсене пӗрлештерес шухӑша палӑртнӑччӗ. Хальхинче ҫак ыйтӑва эрнекун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ирттернӗ пресс-конференцире хускатнӑ.
Муниципалитетсене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явассипе тата тишкерессипе ӗҫ ушкӑнӗ те ӗҫлет-мӗн.
Ҫапах та пӗрлештерессине ҫынсен референдумра татса пама тивӗ. Ҫӗмӗрле хулипе районне пӗрлештерес ыйтӑва проект е сӑнавлӑ меслет евӗр 2014-мӗш ҫулта кун йӗркине кӗртме пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |